Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Лазарева Александра Назаровна


Лазарева Александра Назаровна (упӑшкин хушамачӗпе Агакова) — чӑваш ҫыравҫи. 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗн Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1960 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медале, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн (1967), КПСС обкомӗн, Чӑваш АССРӗн Министрсен канашӗн хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Анат Кӗнерти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Балашоври авиаци техникумӗнче вӗреннӗ. Анчах сывлӑх ҫитейменнипе пилот ӗҫне хӑварма тивнӗ. Ленин ҫулӗпе журналӑн литература сотрудникӗ вырӑнӗнче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Чӑваш радиокомитечӗн литература передачисен редакторӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

«Ырӑ ӗмӗт» калавӗ «Сунталта» 1938 ҫулта пичетленнӗ. Вӑл ытларах ача-пӑчасем валли ҫырма тӑрӑшнӑ.

Пурӗ 15 кӗнеке тухнӑ:

Унӑн кӗнекисем мари, мӑкшӑ, удмурт, вырӑс тата ытти чӗлхепе тухнӑ.

Хӑй те ытти ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене куҫарнӑ, вӑл тӑрӑшнипе Карим Мустай, В. Осеева, В. Розов ӗҫӗсем чӑвашла тухнӑ.

Вуламалли



 
Категорисем: Лазарева Александра Назаровна

Тулли верси :: Статья каҫми